Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче.
Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑпа Китайӑн пӗрлехи агропаркне тума палӑртнӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Китай делегацийӗпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗн корпорацийӗ» акционерсен уҫӑ обществипе Сычуаньти SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑччӗ.
«Проекта Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче аталантармалла. Ӑна 2014–2019 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби. Китай инвесторӗсем выльӑх-чӗрлӗхне суйласа тӗрӗс тунӑ текен шухӑша Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пирӗн патра пӑру ашӗ ҫителӗксӗр туса илнине шута илсен продукци пирӗн патра сутӑнасси иккӗлентермест.
Китай ҫыннисем Чӑвашра мӑйракаллӑ шултра выльӑха ашлӑх тата сӗт туса илмелле тытасшӑн.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗ 265 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хаклӑ хӑнасене хапха патӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Аслӑ ӳсӗмрисене лаша кӳлнӗ урапапа ярӑнма чӗннӗ.
Ял старости Людмила Константинова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ яш-хӗр тетарализациленӗ постановка — «Каччӑ хӗрпе паллашни» — кӑтартнӑ. Хӑнасем урампа утнӑ май Урай Макаҫ ялӗ пирки сӑвӑ вуланӑ.
Хӑнасемпе ял ҫыннисем валли курав йӗркеленӗ. Унта вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ картинӑсем, ҫыхнӑ карҫинккасем, чӑваш тӗррисем пулнӑ. Уяв лапамӗнче ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене те вырнаҫтарнӑ.
Юбилярсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Николаевсен хуҫалӑхне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сцена ҫинче «Сарнар» ансамбль, «Ҫавал», «Леди Данс» тата «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ.
Сӑнсем (21)
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗктерте ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнӑ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ҫулхисем пуҫтарӑннӑ.
Пӗчӗккисене вылямалли лаптӑк «маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки» темен ҫынсем тӑрӑшнипе хута кайнӑ. Саӑвнӑҫлӑ мероприятие палӑртма Шупашкартан «Фаворит» ятлӑ ача-пӑча хореографи коллективне илсе пынӑ.
Ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнин пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртассишӗн вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хӑйӑр ҫинче пӗрле вылянӑ, пӗрле ярӑннӑ чух чӑн-чӑн туслӑх ҫуралса вӑл ӗмӗре тӑсӑлма пултарать тесе калаҫҫӗ.
Сӑнсем (14)
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи пилӗк ҫемьене ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Район администрацийӗн опекӑпа попечительство пайӗнче шутра 137 ача тӑрать, вӗсенчен 93-шӗ — социаллӑ тӑлӑх, 44-шӗ — тӑлӑх.
Тӑлӑха юлакансене районта опекӑна (попечительствӑна) тата усрав ҫемьесене илеҫҫӗ иккен. Паянхи кун усрав ҫемьере 15 тӑлӑх хӳтлӗх тупнӑ, опекунсемпе попечительсеннинче — 122. Ку цифрӑсене вӗретекенсен ҫурла уйӑхӗнчи конференцийӗнче райадминистрацин вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Юорис Романов пӗлтернӗ.
Ҫурлан пуҫламӑшӗ тӗлне тата тепӗр 9 тӑлӑхпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫемьене вырнаҫтарнӑ.
2013 ҫулта районта 61 ӑнӑҫсӑр ҫемье шутра тӑнӑ-тӑк, кӑҫал ун пеккисем — 56-ӑн. Вӗсенче 108 ача ӳсет.
2012 ҫулта 12 ашшӗ-амӑшне хӑйсен правинчен хӑтарнӑ, пӗлтӗр — 17-не, кӑҫал — 5-не.
Паян, ҫурлан 29-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Юртукассинче пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхӗ ирттернӗ. Пӗрисем — ҫавапа, теприсем — кӗреплепе тата кӗреҫепе, виҫҫӗмӗшӗсем карҫинккапа тата михӗпе тухнӑ.
Юртукассисем ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ, вӑрӑм курӑка ҫулнӑ. Паркра хӑрнӑ йывӑҫсене, туратсене каснӑ.
Сӑнсем (5)
Республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра Украинӑран тарса килекен тепӗр 278 ҫын ҫитмелле. Чӑваш Енре вӗсене вырнаҫтарма тата тепӗр 10 вырӑн туса пама йышӑннӑ. Ҫапла вара вӗсен шучӗ 13-е ҫитӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра таркайсене «Контур» акционерсен уҫӑ обществинче, «Чувашиякурорт» санаторире тата Ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. «Контур» территоринче вырнаҫтарнине тата «Чувашиякурорт» санаторие таркайсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли пункт статусне панӑ. Вӗсен хуҫисене кашни таркая пуҫне федераци хыснинчен тӑкаксене саплаштармалла. Пӗр талӑкшӑн — 800 тенкӗ. Хальлӗхе пирӗн республикӑра 186 таркай хӳтлӗх тупнӑ.
Ҫӗнӗ пунктсем шутне Шупашкар районӗнчи «Заимка» туризмпа сывлӑх комплексне, Етӗрне районӗнчи «Созвездие» уйлӑха тата «Ача-пӑча канӑвӗ» обществӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» центра тата ыттисене кӗртнӗ.
Таркайсене тӳлевсӗр сим-карттӑсем валеҫсе пани пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн Шупашкар районӗнче те вӗрентекенсен предмет секцийӗсем иртеҫҫӗ. Биологсемпе химиксенне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров хӑй хутшӑннӑ.
Вӗрентекенсемпе вӑл ачасене пӗлӳ парассинче хальхи вӑхӑтри пурлӑхпа техника базине усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Предмет олимпиадисенче ҫӗнтерекен вӗренекенсене ӑс паракан вӗренекенсене хавхалантармалли майсем пирки калаҫнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кабинетсене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ иккен.
Сӑмах май каласан, паянхи куна Шупашкар районӗнчи шкулсенче 478 педагог ӗҫлет. Вӗсенчен 20 проценчӗ пысӑк категориллӗ вӗрентекен пулнипе мӑнаҫланать, 66 проценчӗн — пӗрремӗш категори. Кунсӑр пуҫне вӗренӳ ӗҫӗнчи тӳре-шара Шупашкар районӗнче 2 ҫултан сахалтарах ӗҫлекенсен йышӗ республикӑри кӑтартуран пысӑкраххине палӑртаҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артистне, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреатне Виктор Родионова асӑнса асӑну каҫӗ иртнӗ.
Виктор Родионов — сценӑн пысӑк ӑсти. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шемшерте 1924 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш театрӗнче артистра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗн чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн К. Иванов ячӗллӗ академи драма театрне лекет. Унта вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе, пурӗ тӑватӑ теҫетке ҫул, ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра вӑл 350 ытла роль калӑплать. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс, яш чухнех чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗренет. Театрта ӗҫленӗ вӑхӑта вӑл чӑвашла яп-яка та таса калаҫма вӗренсе ҫитнине кура вӑл урӑх наци ҫынни тесе куракан тӗшмӗртмен те-тӗр.
Сӑнсем (14)
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасри «Парне» фольклор ансамблӗ Инди фильмне ӳкерме хутшӑнать.
Раҫҫейпе Инди пӗрле ӳкерекен «Плата за любовь» икӗ сериллӗ фильм режиссерӗ Бачан Бобби Шупашкарта тӑватӑ ҫул пурӑнать иккен. «Парне» ансамбльпе Бачан Бобби ҫурлан 10-мӗшӗнче паллашнӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи диаспорӑсен пайташӗсем тата Инди режиссерӗ чӑваш йӑлипе паллашас тӗллев лартнӑ. «Парне» юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Хайхисен пултарулӑхӗ Бачан Боббине кӑмӑлӑ кайнӑ-мӗн те вӑл вӗсене фильмра ӳкерӗнме сӗннӗ.
Ҫурлан 12 тата 14-мӗшӗнсенче ансамбль кинора ӳкерӗннӗ. Фольклор ансамбльне ҫӳрекен 12 ҫын фильмӑн халӑх йӑлипе-йӗркипе ҫыхӑннӑ пайӗнче ӳкерӗннӗ. Унта «Парне» юрату юррисене шӑрантарнӑ. Инди режиссерӗ «парнесене» массӑллӑ сценӑсенче те ӳкерӗнме чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |